| 4792 | Ан кул, шӗвӗ кӑвас, ху та пиртен ытла мар. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4793 | Йӗнине курсан ҫын савӑнать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4794 | Йӗрекенсем хушшинче кулса тӑни вырӑнсӑр. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4795 | Йӗрес ача ашшӗн сухалӗпе вылянӑ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4796 | Йӗрсе куҫҫуль типес ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4797 | Йӗрсе ларнипе йӗрке пулас ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4798 | Йӗрсе пурӑниччен юрласа вилес. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4799 | Йӗрсен йӗрӗх тупӑнать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4800 | Йӗрсен-йӗрсен куҫҫуль те типет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4801 | Йӗрсен-йӗрсен чун хытать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4802 | Кула-кула кассан ҫӗленӗ чух йӗрес пулӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4803 | Кулакан кулӑшпа чыхӑннӑ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4804 | Кулакан пулсан мана та тӗрт. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4805 | Кулакана йӑпатмаҫҫӗ, йӗрекене йӑпатаҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4806 | Кулакана кулӑ ҫыпӑҫать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4807 | Кулакана курсан кулас килет, ҫиекене курсан ҫиес килет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4808 | Кулакана кутне ҫыпӑҫать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4809 | Кулакана кушак хӳри. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4810 | Куласси кулянасси мар, кӑмӑла хуҫмасть. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4811 | Кулассипе йӗресси пӗр мар ҫав. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4812 | Кулӑ витмен ҫупкӑ ҫинӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4813 | Кулӑ култарать те, кайран пите хӗретет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4814 | Кулӑ пите ҫыпӑҫать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4815 | Кулӑ тени кутӑн та ҫаврӑнма пултарать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4816 | Кулӑпа саланни куҫҫулӗпе пухӑнать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4817 | Кулӑш — сывлӑха пулӑш. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4818 | Кулӑш хуҫи ялан кулса пурӑнмасть. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4819 | Кулӑш хуҫин те куҫӗ шывланать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4820 | Кулӑшӑн куланай укҫи ыйтмаҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4821 | Кулма пӗлекен ватӑлма пӗлмен. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4822 | Кулсан кулас килег, кайран макрас килет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4823 | Куҫҫулӗнчен хаклӑ шыв та ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4824 | Куҫҫулӗпе куҫ вӑйӗ пӗтет, вӗри сывлӑшпа чӗре ҫӑвӗ ирӗлет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4833 | Куҫҫуль — хӗрарӑм вӑйӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4825 | Куҫҫуль ӑш-чике тасатать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4826 | Куҫҫуль витӗр кун курма ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4827 | Куҫҫуль куҫа пӗтерет теҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4832 | Куҫҫуль ҫӑл шыве мар, хӑҫан та пулин типетех. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4828 | Куҫҫуль тӑкнипе куҫ ҫути ҫех тӗксӗмленет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4829 | Куҫҫуль тӑкнипех куҫ тулли телей капланса килес ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4830 | Куҫҫуль тӑкса кук тӗрлӗ чечек ӳстереймӗн. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4831 | Куҫҫуль тӑксан та, тӑкмасан та иртнӗ куна тавӑрма ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4834 | Куҫҫуль шӑмӑ ҫурса тухать. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4835 | Куҫҫуль юхсан ҫанӑпа, ҫанӑ ҫитмесен аркӑпа. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4836 | Куҫҫульпе арман тытас ҫук. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4837 | Куҫҫульпе Атӑл пӗвелеймӗн. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4838 | Макарӑн та макӑрса пурнас килмест. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4839 | Макӑракан маларах ҫиет. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4840 | Макӑракана кутран тап. | Йӗрӳ — Кулу |
| 4841 | Макӑракана параҫҫӗ. | Йӗрӳ — Кулу |